Новости

Харпăрлăхçăсен ĕçĕ çăмăлланать

07 августа 2019
Публикации

Кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕнчен Федерацин 218 номерлĕ "Куçман пурлăха патшалăх енчен регистрацилесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕчĕç. Вĕсем куçман пурлăхпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă чух харпăрлăхçăсене ансат йĕркепе ĕçлеме хистеççĕ.

2016 çулта йышăннă саккунпа килĕшỹллĕн, маларах куçман пурлăх пĕр харпăрлăхçă çинче пулнă пулсан ăна туяннă, сутнă, парнеленĕ, еткерлĕхе панă е залога хывнă чух нотариус урлă ĕнентермелле пулман (ку йĕрке халĕ те вăйрах юлнă). Анчах та куçман пурлăх темиçе харпăрлăхçă çинче пулнă тĕслĕхре вара ăна сутнă, туяннă, парнеленĕ, еткерлĕхе панă е залога хывнă чух докумета нотариус урлă ĕнентермелле пулнă. Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн харпăрлăхçăсем куçман пурлăхпа çыхăннă маларах асăннă ĕçсене пурнăçланă чух документа нотиариус урлă ĕнентерсе те, е пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлнине çырура палăртнă хыççăн алă пусса та çирĕплетме пултараççĕ (харпăрлăхçăсен хушшинче çула çитмен ача е харпăрлăхçăн тивĕçне хăй тĕллĕн пурнăçлайман çын çук пулсан).

РФ нотариат çинчен калакан саккунĕнче палăртнă тарифсемпе килĕшỹллĕн, куçман пурлăха туянассипе, сутассипе, парнелессипе, еткерлĕхе парассипе е залога хывассипе çыхăннă килĕшĕве çирĕплетнĕ чух нотариат пулăшăвĕсене тỹленипе пĕрлех куçман пурлăхăн хакĕн 0,5 процентне тỹлемелле.

Источник публикации
Елчек Ен